Паян республикӑри тата муниципалитетсен чи лайӑх тӳре-шарине чысланӑ. Конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Патшалӑх ӗҫченӗсен хушшинчи ҫакӑн пек ӑмӑрту республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта 19 патшалӑх органӗнчен 25 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитетсенче тӑрӑшакансем вара кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхине 48-ӑн хутшӑннӑ.
Республикӑн патшалӑх служащийӗсенчен ЧР Вӗренӳ министерствин шкул ҫулне ҫитменнисен тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Тамара Возняк пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин учёт пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Николаева, виҫҫӗмӗшӗнче — Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ӗҫ сыхлав пуҫлӑхӗ Кирилл Милюхин.
Муниципалитетсенче ӗҫлекен тӳре-шараран Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ольга Степанова ҫӗнтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ йӗркелӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Николаева иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн харӑсах икӗ ҫынна тивӗҫнӗ: Элӗк район администрацийӗн аталану, культура тата архив ӗҫӗн секторӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Никифоровӑна тата Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне Лилия Тарасовӑна.
Пултаруллӑ тепӗр ҫынна, тӗлӗнмелле пек те, хӑш чухне тӑван кӗтесӗнчинчен ытларах ют ҫӗрте пӗлеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Кӑрмӑш ялӗнче 1957 ҫулта ҫуралнӑ писателе тата журналиста Валерий Петровские Чӑвашринчен ытла Америкӑра вулаҫҫӗ тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Ӑна унта «Вырӑс америка писателӗ» тени пирки унӑн тӑванӗ пӗр ик-виҫ ҫул каялла каланине ас тӑватӑп-ха. Акӑлчан чӗлхипе пӗчӗк калавсем ҫыракан автор ӗҫӗсене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Австралинче пичетлеҫҫӗ.
Халӗ Валерий Петровский «Nazar Look» литература журналӗн премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫав журнала акӑлчанла тата крым тутар чӗлхипе кӑлараҫҫӗ иккен. Асӑннӑ кӑларӑмӑн акӑлчанла версийӗнче Валерий Петровскин ӗҫӗ пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫав журнала пичетлекен Румынири издательствӑра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче авторӑн «Tomcat Tale» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Маларах Петровский ӗҫӗсем асӑннӑ издательствӑн икӗ антологине кӗнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Валерий Петровский Чӑваш патшалӑх университетӗнче «истори» специальноҫа алла илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ.
Ялӗсенче хӑйсенче мар-ха. Вӗсен тӗлӗнче. Хусана Мускавпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвасси пирки маларах эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Ку ыйтӑва проектӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Янковский ертсе пынӑ.
Аса илтеретпӗр, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс пирӗн республика территорийӗпе иртнӗ май Етӗрне, Муркаш, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каҫса кайӗ. Чарӑнӑвне Етӗрне районӗнчи Полянки тата Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗ тӗлӗнче палӑртнӑ.
«Сапсана» Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ тӗлне чуптарма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫланӑ чух ҫӗр ыйтӑвӗ сиксе тухма пултарать. Ҫапах та ку вӑл пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратмасса шанаҫҫӗ. Сочинче иртекен Олимпиадӑна хатӗрлесе строительство ӗҫӗсене пуҫарнӑ чух ҫӗр ыйтӑвне хӑвӑрт татса пама пултарнине аса илеҫҫӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тума, тен, ҫӗнӗ саккун та йышӑнма тивӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Саккун пирки «Скоростные магистрали» акционерсен обществин ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Ольга Гладышева палӑртнӑ.
Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ,
Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать.
Ялан малти ретре вӑл пулӗ,
Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать.
Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл,
Анчах та унсӑр ним те ҫук.
Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр,
Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух!
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе Оринин — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван Муркаш районӗнчен тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ.
Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах Муркаш районӗнчи Купӑрля пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн.
Сӑнсем (9)
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тахӑҫантанпах Ҫатракассинче вырнаҫнӑ пулнӑ. Анчах пӗринче вырӑнтисем ӑна Кашмаша куҫарма шут тытнӑ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, пуҫ ватса нумай тӑман — куҫарса кайнӑ. Анчах ҫапла хӑтланнипе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсен пӗри килӗшме пултарайман, район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Унта вара кӗҫех тӗрӗслев пуҫарса янӑ.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ӑҫта вырнаҫмаллине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Асӑннӑ документра кун пирки вырӑнти йӑла-йӗркене тата социаллӑ инфраструктурӑна пӑхӑнса йӗркелемелли ҫинчен каланӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене куҫармалли йӗркене пирӗн республикӑра администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунта пӑхса хӑварнӑ. Куҫарас йӗркене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ сӗннипе Патшалӑх Канашӗ йышӑнать. Анчах унччен вырӑнти халӑх шухӑшне пӗлмелле. Ҫатракасси ял тӑрӑхӗ ҫак самантсене шута илмен.
Муркаш районӗнче ача-пӑча эстрада юррисен «Асамлӑ сасӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен унта апла конкурс йӗркелемен. Тепӗр майлӑ каласан, кӑҫалхи пӗрремӗш хут пулнӑ.
Фестивале пуҫаракансем (ӑна вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ музыка учителӗсен районти методисчӗсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле йӗркеленӗ) пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне наци культурине палӑртассине те асӑннӑ. Фестивале 60 ытла ача хутшӑннӑ.
Сӑнсем (19)
Муркаш районӗнчи тӳре-шара хальхи вӑхӑтра вырӑнти лицей ҫуртне ача-пӑча пахчине туса пӗтерес ӗмӗтпе пурӑнать. Палӑртнӑ ӗҫ-хӗл кунпах вӗҫленмест-ха, паллах. Анчах хальхи вӑхӑтри тӗллевсенчен пӗри — ача-пӑча пахчине ҫулталӑк вӗҫлениччен юсаса ҫӗнетесси.
Районшӑн ҫивӗч ҫак ыйтӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев подряд организацийӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Тулаш ӗҫсене илсен, хӑтлӑх кӗртсе пӗтернӗпе пӗрех иккен. Ача-пӑча пахчи валли ҫӗр ҫитмест тенӗ те, халӗ ку ыйтӑва татса панӑпа пӗрех иккен. Канашлура вак-тӗвек ыйту таранах хускатнӑ. Сӑмахран, ҫак эрнере хуралтӑсене туса пӗтермелли, хӑҫан сӑрламалли таранах. Унтан та ытларах — хӑш кун тимӗр алӑк вырнаҫтармаллине те палӑртса хунӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене пула вӑрҫӑри пек халӑх тӑкӑнать теҫҫӗ хӑш-пӗр сӑнавҫӑсем. Чӑн та, аварисенче мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлмасть-ши! Ҫил кастарса вӗҫтерекен машинӑсене светофорсем мӗн тесен те «ҫӑварлӑхлаҫҫӗ».
Ҫак уйӑхра пирӗн республика лаптӑкӗнче тӑватӑ светофор хута янӑ. Вӗсенчен иккӗшне М-7 текен автоҫул ҫинче — вӑл трасса Мускава Ӗпхӳпе ҫыхӑнтарать — вырнаҫтарнӑ. Ҫавсенчен пӗри Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче, тепри — Ҫӗрпӳре. Шупашкара хӗвелтухӑҫ енчен кӗнӗ ҫул ҫинче те халӗ светофор пур. Кунсӑр пуҫне «Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр» трасса ҫинче, Канаш хулинче, вырнаҫтарнӑ.
Элӗк районӗнче театр ушкӑнӗсен фестиваль-конкурсӗ вӗҫленнӗ. Ӑна чӑваш музыка театрне йӗркеленӗ Борис Маркова асӑнса ирттернӗ.
Фестивале Вӑрнарти халӑх театрӗ Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана» спектаклӗпе пырса ҫитнӗ, красноармейскисем — В. Синичкинӑн «Салтак амӑшӗпе», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи серенкӑсем Н. Пономаревӑн «Эх, пурнӑҫ мыскарапа», Муркаш районӗнчи йӳҫкассисем Н. Сидоровӑн «Кантӑкран шаккарӗ хамӑр ял каччипе», Ҫӗмӗрле районӗнчи хутарсем А. Никитинӑн «Ҫӗнӗ ӗмӗрти хуняҫипе», Етӗрне районӗнчи асламассем У. Круккан «Ӑслӑ арӑмпа» пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман тесе хыпарлаҫҫӗ елӗксем. Ҫапах та жюри пӗрремӗш вырӑна йӳҫкассисене панӑ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи халӑх театрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — вӑрнарсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |